„Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах.
Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.
Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хам ҫинчен Хам ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ пӗлтерни чӑн. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара Эпӗ ӑҫтан килнине те, ӑҫта каяссине те пӗлместӗр.