27 мӗншӗн тесен эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.
Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.
Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп».
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
– Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».
Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.
Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха.
Ун патӗнчен килнӗ пирки Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Мана Вӑл ячӗ».
«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр.
Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр!
Мӗншӗн тесен пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.
Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ Хӑйне савакана асап кӑтартать, Хӑй кӑмӑллакан ывӑлне чӗн пушӑпа ӑс парать».
Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.
Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар.
Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн.
Акӑ ӗнтӗ, Эпӗ хайхи шуйттан пухӑвӗнчи ҫынсене, чунӗпе иудей мар ҫинчех хӑйсене иудей текен суеҫӗсене, санӑн уру умне ӳксе пуҫҫапмалла тӑвӑп. Вара вӗсем Эпӗ сана юратнине пӗлӗҫ.