23 Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр.
Вара Иуда – Искариот мар, урӑххи – Унран ыйтать: «Хуҫамӑр! Мӗншӗн Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире кӑтартасшӑн?»
«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр, – тенӗ Ӑна Фома, – апла ҫулне пирӗн мӗнле пӗлес?»
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?
Ҫав кун эсир Аттемрен Ман ятӑмпа ыйтӑр. Сирӗншӗн Аттеме тархаслӑп теместӗп,
– Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».
Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ.
Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.