18 „Кӗҫех ӗнтӗ“ тенине тата мӗнле ӑнланмалла-ши? Тем калать Вӑл, ним те ӑнланмастпӑр», – тенӗ вара вӗсем.
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Мӗн тесшӗн ара Вӑл? „Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр“, – тет. Тата: „Эпӗ Аттем патне каятӑп“ – тет.
Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?
Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.