16 «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп».
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.
Эпӗ тӳрӗ пулнине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх кураяс ҫук.
Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
«Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть.
Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп. Манӑн тулли савӑнӑҫӑмпа вӗсен чӗрисем тулччӑр тесе ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп.
Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп.
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.