12 Калас сӑмахӑм татах нумай, анчах та эсир халӗ пурне те ӑнланаймӑр.
Ҫынсем тавҫӑрса илме пултарнӑ таран Иисус вӗсене Турӑ сӑмахне ҫакнашкал нумай ытарлӑхпа вӗрентнӗ.
Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!
Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.
Турӑ сучӗ пуррине те Сывлӑш кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхне айӑпланӑ ӗнтӗ.
Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.