8 Нумай ҫимӗҫ кӳнипе эсир Аттеме мухтава кӑларӑр, ҫапла майпа эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.
Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».
Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».
Эпӗ – ҫырла авӑрӗ, эсир – туратсем. Эпӗ унра пулнӑ пекех, кам та кам Манра, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать; мӗншӗн тесен Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр.
Вара Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир Ман сӑмахӑмран иртмесен Манӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.
Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр.
Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн.
Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.
Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.
таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ.
Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.
Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.