Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 15:25 - Синодальный НЗ

25 Вӗсен саккунӗнче „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланма ҫапла пулмалла та.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 15:25
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр.


Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».


«Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.


Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.


Ҫапла майпа Ҫырнинче «Унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ.


Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.


Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ.


Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара?


Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».


никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр.


«Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.


«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ