Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 15:22 - Синодальный НЗ

22 Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 15:22
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ.


Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.


Кам Мана кураймасть, вӑл Аттеме те кураймасть.


Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.


Сывлӑш ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Мана ӗненмеҫҫӗ.


«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».


«Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.


Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.


Унӑн курӑнми ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ тӗнчене пултарнӑранпах палӑрать, ӑна Вӑл пултарнӑ тӗнчене сӑнасанах ӑнланса илме пулать. Ҫавӑнпа та усал туса пурӑнакансене каҫару пулас ҫук.


Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн.


Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.


Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ