Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 15:21 - Синодальный НЗ

21 Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 15:21
35 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.


Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.


Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».


Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ.


Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ.


Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».


Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ.


Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ.


Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр.


Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.


Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ.


Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ.


«Санӑн Аҫу ӑҫта?» – ыйтнӑ Унран. Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Эсир Мана та, Аттеме те пӗлместӗр. Мана пӗлес пулсан Манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ».


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хама Хам мухтатӑп пулсан Ман мухтавӑм ним тӗшне те тӑмасть. Эсир Туррӑмӑр теекен Аттем Мана мухтава кӑларать.


Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп.


Мӗншӗн тесен сирӗн сӑваплӑ вырӑнӑрсене пӑхса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр чӳк вырӑнӗ асӑрхарӑм. Ҫавӑнта „пӗлмен Турӑ валли“ тесе ҫырса хунӑччӗ. Эпӗ сире шӑпах хӑвӑр пӗлмесӗр пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп те.


Чӑн та, Назорей Иисус вӗрентӗвне хирӗҫ тӑма манӑн хамӑн та нумай тӑрӑшмалла-ха тесе шухӑшлаттӑм.


Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп.


Ҫапах та халӑхра тата ытларах сӑмах сарӑласран пирӗн вӗсене хӑратсах ҫынсем умӗнче Иисус ячӗ ҫинчен каласа ҫӳреме чармалла».


Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.


Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур».


Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп».


Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.


Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.


Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ.


Ун чухне Турра пӗлес теменнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнас теменнисене вутланакан ҫулӑмра тавӑру пулӗ.


Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.


Мӗншӗн тесен вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех Христос ҫинчен вӗрентме ҫула тухса кайнӑ.


Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ