Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.
Ҫапла вара Турӑ ырӑ та, ҫирӗп те пулнине хӑвах куратӑн. Хуҫӑлса ӳкнисемшӗн Вӑл ҫирӗп. Унӑн ырӑлӑхне шанатӑн пулсан, саншӑн Вӑл ырӑ. Шанмастӑн пулсан, сана та касса пӑрахӗҫ.