18 «Тӗнче сире кураймасть пулсан, вӑл сирӗнтен те маларах Мана курайманнине пӗлсе тӑрӑр.
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.
Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ.
Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ.
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».
Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр.
«Ҫакна Эпӗ сире ӗненӳре ан иккӗленччӗр тесе каларӑм.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсем палӑрасран вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал.
Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть.
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.
Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.
Эй, тӑванӑмсем! Тӗнче хӑвӑра кураймасан ан тӗлӗнӗр.
Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.