16 Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.
Эсир ҫак тӗнче ҫыннисем пулнӑ пулсан, хӑйӗн ҫыннисене тӗнче юратӗччӗ. Эпӗ сире тӗнчерен суйласа илсе уйӑрнӑ пирки эсир ҫак тӗнче ҫыннисем мар. Ҫавӑнпа та тӗнче сире кураймасть.
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр.
Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ.
Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.
Ӗненӗве пула Авель Турра Каинран юрӑхлӑрах парне кӳнӗ. Ӗненӗве кура Турӑ, унӑн парнине йышӑнса, вӑл тӳрӗ пулнине кӑтартса панӑ. Авель вилнӗ пулин те, ӗненӗве пула халӗ те пирӗнпе калаҫать.