Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».
Вара Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». Авраама вара «Туррӑн тусӗ» тесе чӗнме пуҫланӑ.