«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ.
Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
Апла пулин те, эпӗ ҫырни – ҫӗнӗ пил-хушу. Ҫав сӑмахсен чӑнлӑхӗ Христосра тата сирӗнте палӑрчӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе пырать, чӑн ҫутӑ ҫутата пуҫларӗ.