Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 14:9 - Синодальный НЗ

9 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 14:9
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».


Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?


Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.


Мана куракан Мана кунта Яракана курать.


Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр.


Эсир Мана пӗлнӗ пулсан Аттеме те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлтӗр кӑна мар, куртӑр та».


«Санӑн Аҫу ӑҫта?» – ыйтнӑ Унран. Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Эсир Мана та, Аттеме те пӗлместӗр. Мана пӗлес пулсан Манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ».


Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять?


Туррӑн сӑнарӗ пулин те, Иисус вӑйпах Турӑпа тан юлас темен,


Вӑл – курӑнман Туррӑн сӑнарӗ, Вӑл мӗн пур чӗрӗ чуна пултаричченех пулнӑ.


Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ