Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 14:31 - Синодальный НЗ

31 Анчах та тӗнчен Эпӗ Аттеме юратнине пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та Эпӗ Аттем мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватӑп. Ӗнтӗ тӑрар та кунтан каяр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 14:31
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».


Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».


Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп.


Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».


«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.


Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп.


Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.


Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм. Манӑн юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.


«Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»


Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.


Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ