30 Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!
Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.
Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.
Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.
Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.
Вӑл пире, тӗттӗмлӗх аллинчен хӑтарса, Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн Патшалӑхне илсе кӗнӗ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.
Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман.
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.