Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 14:26 - Синодальный НЗ

26 Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 14:26
75 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.


Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ.


Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“.


Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ.


мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ.


Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.


Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ.


Иоанн ашшӗ Захария чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑран пророкла калама пуҫланӑ:


Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».


Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ.


Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».


Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»


Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.


Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ.


Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.


Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чух калас терӗм.


Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.


Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.


Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр.


Пророксен кӗнекинче „Турӑ вӗсене пурне те вӗрентӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттене итлесе вӗренекен кашни ҫын Ман патӑма ҫитет.


Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.


Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ.


Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».


Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл.


Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр».


Святой Сывлӑш янӑ ҫак икӗ апостол Селевкине ҫитнӗ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнӑ.


Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла:


Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ.


Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.


Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет.


Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.


Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.


Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».


Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ, Павелӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вара пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайма тытӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӑн асаттемӗрсене Святой Сывлӑш Исаия пророк сӑмахӗсемпе питӗ аван каланӑ:


Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?


Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр.


Чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ.


Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.


Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.


манӑн ытти халӑхсемшӗн Иисус Христос тарҫи пулмалла, священник тивӗҫӗпе вӗсене Туррӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентмелле. Эпӗ Турра пӗлмен халӑхсене Турра кӳретӗп. Святой Сывлӑшпа сӑваплатса кӳнӗ ҫав парнем Турра юрӑхлӑ пултӑр.


Шанчӑк вара улталамасть, мӗншӗн тесен пирӗн чӗремӗрсем хамӑра панӑ Святой Сывлӑш урлӑ Турӑ юратулӑхӗпе тулнӑ.


Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ.


Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар.


Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ,


Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.


Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.


Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.


Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра.


пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ.


Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ:


Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.


Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан,


Кӗлӗ чатӑрне ҫапла йӗркеленипе Святой Сывлӑш ҫакна кӑтартса парать: малти пӳлӗмӗ пур чухне Тасаран таса текен пӳлӗм уҫӑ мар-ха.


Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.


Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.


Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.


Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.


Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр.


Эсир вара, савнӑ тӑванӑмсем, сӑваплӑ ӗненӳре хӑвӑра ҫирӗплетӗр, Святой Сывлӑшпа килӗшӳллӗн кӗлтӑвӑр.


Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене иккӗмӗш вилӗм сӑтӑр тӑваймӗ“».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ