25 Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чух калас терӗм.
Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан Эпӗ Христос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп.
Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн.
Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.
Ҫапла вара, мӗн калани пурнӑҫлансан ӗненччӗр тесе, Эпӗ сире ун ҫинчен малтанах пӗлтерес терӗм.
Ҫакна Эпӗ савӑнӑҫӑм сирӗн савӑнӑҫӑр пултӑр тесе, ҫав савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм.
Калас сӑмахӑм татах нумай, анчах та эсир халӗ пурне те ӑнланаймӑр.