23 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.
Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ.
Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп».
Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн.
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.
мӗншӗн тесен эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.
Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест».
«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.
Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ».
Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп.
Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр.
Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те.
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.
Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.
Юратни вӑл – Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пурӑнни. Хӑвӑр ӗненме пуҫласан илтнӗ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурӑнма хушать.
Хулара эпӗ Турӑ Ҫуртне курмарӑм, мӗншӗн тесен ҫак хулашӑн Турӑ Ҫурчӗ – Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑпа Путек.
Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.
Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.