Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 14:20 - Синодальный НЗ

20 Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 14:20
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.


Эпӗ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ӗненӗр. Каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене курса ӗненӗр.


Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.


Ҫав кун эсир Аттемрен Ман ятӑмпа ыйтӑр. Сирӗншӗн Аттеме тархаслӑп теместӗп,


Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.


Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».


Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санӑн иккенне халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ.


Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.


Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ.


Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ.


Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара.


Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни.


Мӗншӗн тесен Турӑ, ҫынсен ҫылӑхӗсене шута хумасӑрах, Христос урлӑ Хӑйпе тӗнчене ҫураҫтарнӑ, ҫураҫтару сӑмахне вӗрентме пире шанса панӑ.


ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.


Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ.


Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ,


Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.


Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур.


Турра никам та нихӑҫан та курман. Анчах та эпир пӗр-пӗрне юратсан Турӑ пирӗн чунра пулать, Турӑ юратулӑхӗ пирӗн ӑшра тулли пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ