18 Сире тӑлӑха хӑвармӑп, Эпӗ каллех килӗп.
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».
Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.
Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.
Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм.
«Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп».
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр
Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй, асаппа тӗрӗсленнӗскер, халӗ асап куракансене пулӑшма пултарать.