16 Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.
Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.
Ман ятӑмпа мӗн те пулин ыйтсан та Эпӗ ҫавна пурнӑҫлӑп».
Сире тӑлӑха хӑвармӑп, Эпӗ каллех килӗп.
Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.
Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.
Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.
Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп.
Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.
Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ.
Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсемшӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫ пуҫланнӑ. Ӗненекенсем Турӑ сӑмахне вӗренсе, Хуҫа Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Святой Сывлӑш хастарлӑх панипе вӗсен йышӗ ӳссех пынӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.
Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.
Шанчӑк вара улталамасть, мӗншӗн тесен пирӗн чӗремӗрсем хамӑра панӑ Святой Сывлӑш урлӑ Турӑ юратулӑхӗпе тулнӑ.
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и?
Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.
Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.
Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.