Вӑл аякранах ешӗл ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ та ун ҫинче ҫимӗҫ пур-ши тесе йывӑҫ патне пынӑ. Анчах та патнерех пырсан ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман, мӗншӗн тесен смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха.
„Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах.
Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.
Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ.