1 «Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр.
Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та
«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.
Иисус кӑшкӑрсах каланӑ: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ӗненет.
Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан Эпӗ Христос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп.
Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».
Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ.
Ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкнине куратӑп.
Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах.
Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те,
иккӗленме ан васкӑр. Христос килес кун ҫитрӗ те ӗнтӗ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирӗн ятпа тесе ҫырнӑ ҫыру та сире пӑтраштарса ан ятӑр.
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.