Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 13:8 - Синодальный НЗ

8 «Ӗмӗрне те ҫутармастӑп!» – хирӗҫленӗ Ӑна Петр. «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ Манпа пӗрлӗхлӗ пулаймӑн», – тенӗ ӑна Иисус.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 13:8
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»


„Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ.


«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.


«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.


Петр текен Симон патне ҫитсен, лешӗ тӗлӗнсе кайнипе ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ман урана ҫӑвасшӑн-и?»


«Хуҫамӑр! Эппин урама кӑна мар, аллӑмпа пуҫӑма та ҫуса яр», – тенӗ Ӑна Петр текен Симон.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.


Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“.


Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ.


Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе,


Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех.


Вӑл вӗрентӳсем ҫиелтен кӑна ӑслӑн курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, хӑй ирӗкне Турӑ ирӗкӗ тени те, хӑйне мӗскӗн пек кӑтартса, ӳт-пӗвне хавшатса йӑпанни те ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайниех.


пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ.


Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.


«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ