Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 13:36 - Синодальный НЗ

36 «Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяс тетӗн?» – ыйтнӑ Петр текен Симон Иисусран. «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ пыраймӑн, – тенӗ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыҫӑмранах пырӑн».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 13:36
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.


Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Сахал пулсан: „Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп.


Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Мӗн тесшӗн ара Вӑл? „Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр“, – тет. Тата: „Эпӗ Аттем патне каятӑп“ – тет.


«Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть.


Мӗншӗн тесен чунӑм часах кӗлеткемрен уйӑрӑлса каясса эпӗ пӗлетӗп – ҫакна мана Иисус Христос Хуҫамӑр уҫса пачӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ