33 Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.
«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяс тетӗн?» – ыйтнӑ Петр текен Симон Иисусран. «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ пыраймӑн, – тенӗ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыҫӑмранах пырӑн».
Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр.
Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Сахал пулсан: „Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп.
Тата Вӑл „Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр, Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ тесе калани мӗне пӗлтерет-ши?»
Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.
Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.
Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь.