32 Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухрӗ пулсан, Турӑ та Хӑй урлӑ Ывӑлне мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ.
Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать.
Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».
Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.
Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.