29 Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ.
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Вӑл Иудӑна мӗншӗн ҫапла каланине сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри те ӑнланса илеймен.
Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.
Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр.