28 Вӑл Иудӑна мӗншӗн ҫапла каланине сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри те ӑнланса илеймен.
Ҫав ҫӑкӑр татӑкне илнӗ хыҫҫӑнах Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. «Тума пуҫланине хӑвӑртрах туса пӗтер», – тенӗ ӑна Иисус.
Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ.