Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 13:23 - Синодальный НЗ

23 Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 13:23
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кӗлмӗҫ вилнӗ те, ангелсем ӑна Авраам патне пӗлӗт ҫине илсе кайнӑ. Пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ.


Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.


Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.


Ҫавӑн чухне иудейсем: «Курӑр-ха, епле юратнӑ Вӑл ӑна», – тенӗ.


Иисус Марфӑпа йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ.


Петр текен Симон, Вӑл кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллисемпе паллӑ кӑтартнӑ.


Лешӗ вара Иисус ҫумнерех ҫыпӑҫса: «Хуҫамӑр! Сутаканӗ хӑшӗ пулӗ?» – тесе ыйтнӑ.


Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу».


Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина.


Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ.


Мӗн пулса иртни ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ, ҫак йӗркесене ҫыраканӗ – шӑпах та ӗнтӗ ҫав вӗренекен. Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн, ҫавна пурте пӗлсе тӑратпӑр.


Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку – Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку – Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ