2 Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.
Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ.
Иисус вара каланӑ: «Эх, Симон, Симон! Акӑ ӗнтӗ шуйттан сире тулӑ алланӑ пек аллама ирӗк ыйтса илчӗ.
Пурте мар тесе Вӑл Хӑйне тытса паракана малтанах пӗлнӗрен каланӑ.
Ҫавӑнпа Вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ та, ҫиелти тумне хывса, пилӗкне ал шӑлли ҫыхнӑ.
Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?
Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах.
Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла.