19 Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан Эпӗ Христос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп.
«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.
Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм.
Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ.
«Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, Вӑл манчченех пулнӑ тесе каланӑччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ», – хыттӑн каласа ҫирӗплетнӗ Ун ҫинчен Иоанн.
Ҫапла вара, мӗн калани пурнӑҫлансан ӗненччӗр тесе, Эпӗ сире ун ҫинчен малтанах пӗлтерес терӗм.
Ҫакна Эпӗ сире ҫав вӑхӑт ҫитсен Ман сӑмахӑмсене аса илччӗр тесе каларӑм. Хам сирӗнпе пулнӑ пирки маларах ун ҫинчен пӗлтермерӗм».
«Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.
Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ».