17 Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр.
Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».
«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.
Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.
(Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ.
Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.
Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.