Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем.
Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ.