Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 13:13 - Синодальный НЗ

13 – Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 13:13
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ.


«Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр?


«Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шутлатӑп эпӗ», – тенӗ Симон. «Эсӗ тӗрӗсех шухӑшлатӑн», – тенӗ Иисус.


Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ.


Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».


Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.


Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ.


пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр.


Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.


Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.


Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе,


Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ