Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 12:50 - Синодальный НЗ

50 Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 12:50
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ.


Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Ашшӗ мӗн тунине курмасан Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тӑваймасть. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать.


Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ.


«Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра.


Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр.


Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.


Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ