„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?»
Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.
Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».
Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр.