47 Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ.
Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.
Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.
Ҫапах та Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанакан Моисей пур.
Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни».
Тата ҫакна астӑвӑр: Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа ун пирки сирӗн патӑра савнӑ Павел тӑванӑмӑр ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.