Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 12:46 - Синодальный НЗ

46 Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 12:46
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ».


Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ».


Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.


Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ.


Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».


Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм».


Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути».


Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.


Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ