Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 12:40 - Синодальный НЗ

40 «Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 12:40
44 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».


Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.


«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса,


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».


Вӗсем ӗненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланӑ:


Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм».


Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ.


„Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр.


Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.


Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ