39 Вӗсем ӗненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланӑ:
Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».
Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?»
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
– Мана кунта яракан Атте ҫавӑтса пымасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ. Хам патӑма ҫитнисене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.
Вӗсен куҫӗсем те ясарлӑхпа, ҫылӑха кӗрес килнипе ҫунса тӑраҫҫӗ. Хавшак чунлисене ҫав ҫынсем илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсем, ҫӑткӑн чунлӑскерсем, ылхан ачисем.