Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.
Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та.