30 Ҫакнашкал калаҫнине илтсен Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ!
Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!»
Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».
Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.
Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.