Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр».
Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ.
Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе,