13 Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ:
«Эй, Сион хӗрӗ, ан хӑра! Акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет».
Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем.
Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!
Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.