11 Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».
Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ».
Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ.
Ҫав хӑвата Иисус тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тухнӑ.
Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман.
Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.
Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.