10 Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ.
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Ӑсчахсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен Ирод пит ҫилленсе кайнӑ. Вара вӑл, ӑсчахсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑт тӑрӑх, Вифлеемпа унӑн таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех пӗчӗк ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ.
Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.